Чӑваш чӗлхи кунне халалланӑ уяв
Паян Энтри Пасар вӑтам шкулӗнче Чăваш чĕлхи кунне халалланӑ уяв иртрӗ.
Уявăн тĕллевĕ – ачасене чăваш чĕлхине юратса вĕренме хавхалантарасси, чĕлхе илемлĕхĕпе пуянлăхне туйма, пĕлӳлĕхе ӳстерме пулăшасси.
Вӗренекенсем чăваш юррисене шăрантарчĕç, сăвăсем каларӗҫ, сценкӑсем лартрӗҫ. Ача садне ҫӳрекенсем Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлани пурне те савӑнтарчӗ.






